Аксу волонтерӗсем малти линире тӑракансемшӗн ӗçлеҫҫӗ
"Хӗрлӗшур волонтерӗсем" команда тахҫанах кӑтартса панӑ: хӗрарӑмсен ылтӑн аллисем чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗшсем тӑваҫҫӗ.
Кунран-кун вӗсем маскировка сетӗсем çыхаҫҫӗ, "Арҫури" костюмӗсене ҫӗлеҫҫӗ, пӗтӗмӗшле ҫӗнтерӗве ҫывхартаҫҫӗ, салтаксен пурнӑҫне сыхласа хӑвараҫҫӗ.
Юхӑмӑн чикки ҫук. Хӗрлӗшур ӑстисем Саврăшпуç, Васильевка, Кивӗ Савруш, çавӑн пекех Чистай тата Лаиш районӗсенчи волонтерсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем опытпа паллаштараҫҫӗ, кашни пӗчӗк ҫӗнтерӳпе пӗрле савӑнаҫҫӗ.
– Пирӗн пӗр тӗллев – малти линири пирӗн салтаксене пулӑшасси, – тет ушкӑн ертӳҫи Любовь Тимкина. – Эпир ӑҫта пурӑнни, миҫе ҫулта пулни, пирӗн мӗнле пӗлӳ пурри ниме те пӗлтермест – кунта ӗçлеме пурте пӗр тан. Кашни кӗтес, кашни пусма татӑкӗ – пирӗн чунӑн, пулӑшӑвӑн тата Ҫӗнтерӗве ӗненнин пӗр пайӗ.
Анчах та пулӑшу алӑ ӗҫӗпе кӑна ҫырлахмасть. Хӗрлӗшурпа кӳршӗ Саврӑш ялӗнче пурӑнакансем укҫа-тенкӗ анлӑ пухаççӗ.
Пӗрремӗш пуху (2024 ҫулта февраль уйăхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ) – 29 020 тенкӗ.
2024-2025 ҫулсенче пӗтӗмӗшле сумма 414 660 тенкӗпе танлашнӑ.
2026 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа август уйӑхӗччен 288 872 тенкӗ пухнӑ.
Адреслӑ пулӑшу кирлӗ чухне ял ҫыннисем васкавлӑ ӗҫлеҫҫӗ. 2026 ҫулхи май уйӑхӗнче "Фин" позывнойлă салтак валли 76 691 тенкӗлӗх саппас пайӗ кирлӗ пулнӑ. Сакӑр сехет хушшинче ял ҫыннисем тата çак ялта çуралса ӳснисем пурӗ 56 343 тенкӗ пухнӑ. Салтакӑн амӑшӗ Елена Финогенова тата Геннадий Пикмуллин куккăшӗ пысӑк тӳпе хывнӑ.
Волонтерсем районти тата республикӑри общество пурнӑҫне хастар хутшӑнаҫҫӗ. 2025 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗшур ял клубӗнче Ватӑсен кунне халалланӑ "Тепло наших рук солдату" ятлӑ тӗлпулу иртнӗ. Команда "Мы вместе – Республика Татарстан" регион юхӑмне хутшӑннă. Апрель уйӑхӗнче "Неделя космоса" акцие хутшӑннӑ, май уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тата июнь уйăхӗн 22-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса чысланӑ. Республика Кунӗ тӗлне унта хутшӑнакансем Габдулла Тукайӑн "Туган тел" сӑввине вуланӑ (акцие Савгачево шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекенсем Лиана Илендеевӑпа Любовь Тимкина хутшӑннӑ). Ҫавӑн пекех ҫак уйӑхра "Благотворительный сентябрь" акцие ырланӑ.
Ялти клубра "Степа", "Фин" позывнойлă салтаксемпе тата "Андрюха" салтакӑн мӑшӑрӗпе Риммӑпа тӗлпулусем ирттернӗ. Саврăшпуç волонтерӗ Татьяна Максимова, Васильевкӑран Наталья Сафронова, Кӳшӳрен Любовь Агафонова, Хӗрлӗшуртан Ольга Елендеева "Чистай – фронт центрӗнче" ӑсталӑх класӗнче пулнă – спанбонд материалпа ӗҫлеме вӗреннӗ. Нумаях пулмасть, ял клубӗнче, кӗске вӑхӑтлӑха отпуска киле килнӗ "Степа" позывнойлă салтакпа тӗлпулу иртрӗ. Вӑл отпуска кашнинче килмессерен волонтерсем патне кӗрсе тухать. Унӑн мӑшӑрӗ Дина Александровна, йӑмӑкӗ – Вера Геннадьевна, амӑшӗ – Ирина Ивановна чӑваш наци апачӗпе хуплупа килнӗ. Тӗлпулу калама ҫук чунлӑ лару-тӑрура иртнӗ.
Салтак ентешӗсенчен парне "Арҫури" икӗ костюм, масксеть тата чӗререн ырлăх суннине илсе кайнă.
– Киле чӗрӗ-сывӑ таврӑнӑр! Ҫӗнтерӳпе таврӑн, Салтак! Хуралҫӑ Пирӗштие ҫул ҫине!"– терӗҫ хӗрарӑмсем сывпуллашнӑ май.
| # | Наименование новости | Тональность | Информативность | Дата публикации |
|---|---|---|---|---|
| 1 | Команда «Нижнесаврушские волонтеры» давно доказала: золотые руки женщин творят настоящие ... | 0 | 6.4 | 08-09-2026 |
| 2 | 90 чылдарда ЧЕЛНОКИ шокар сумкаларлыг, хепти кыдаттан, киргизиядан, турциядан ажырып ... | -2 | 3 | 08-07-2026 |
| 3 | 90 чылдарда ЧЕЛНОКИ шокар сумкаларлыг, хепти кыдаттан, киргизиядан, турциядан ажырып ... | -5 | 3 | 08-07-2026 |
| 4 | 90 чылдарда ЧЕЛНОКИ шокар сумкаларлыг, хепти кыдаттан, киргизиядан, турциядан ажырып ... | -5 | 3 | 11-07-2026 |
| 5 | 90 чылдарда ЧЕЛНОКИ шокар сумкаларлыг, хепти кыдаттан, киргизиядан, турциядан ажырып ... | -3 | 4 | 08-07-2026 |
| 6 | Хүндүлүг чонувус! Ада-чуртун камгалаар дээш, чуртта болуп турар тускайлаттынган шериг ... | 0 | 18.98 | 28-07-2026 |
| 7 | ЧАДААНАГА КҮС КЕЛИРГЕ-ЛЕ тывалар ыглажып-ла эгелээр. Байлар-даа, бөдүүн-даа улус, арта ... | 0 | 12.72 | 29-07-2026 |
| 8 | 🥳🥳🥳 Севодня День Рождения у этих красотулек !!! [id217814772|Юля Западловски], ... | 0 | 49.15 | 18-08-2026 |
| 9 | Приём-приём! 🚀 С Днём рождения, земляне! ТРЦ Galaxy от всего ... | 0 | 29.65 | 06-08-2026 |